Новости
Чăваш енре радио калаçать…
ЧР Хальхи историн патшалăх архивě пирěн вулакансене архив докуменчěсемпе паллаштарас ěçе малалла тăсать. Паян сěнекен документсен сыпăкěсен пуххи радион пирěн республикăри пирвайхи утăмěсемпе паллаштарать.
РАДИО Чăваш Енре 1925 çулта калаçма пуçланă. Пирвайхи ячейкăна, пирвайхи радиона «Канаш» (паянхи «Хыпар») хаçат редакцийě çумěнче йěркеленě. Вырăнсенче «Радио тусěсен обществин» ячейкисем çуралнă. 1926 çулхи юпа уйăхěн пуçламăшě тěлне РТОн Чăваш Енри канашě 2000 çынна пěрлештернě ěнтě.
«ЧАССРта пуçласа «Канаш» хаçат çумěнче радиостанции вырнаçтарнă. Кайран вара ЧАССР Тěп ěçтăвкомě те çак ěçе пуçăннă, 1925 çулхи чук уйăхěнче çав вăхăтшăн хăватлă станци хута янă, вăл ЧăвашЦИК ячěллě пулнă. Шăпах çав станци çумěнче радио юратакансем пěтěçнě те. Çулталăк вěçнелле РТОн Рабфак, Педтехникум, Совпартшкул, Теруправлении, конвой роти, почтăпа телеграф кантурě, ЦИК тат СНК çумěнчи çěнě ячейкăсем йěркеленнě. Радио уес хулисене те çитнě. Етěрне, Çěрпу, Сěнтěрвăрри… Унтан – ялсене. Йунěрех меле РТОн Чăваш канашě 1926 çулхи раштавра тупнă. Кăларăмсене проводсем тăрăх трансляцилесси. Анчах ку мел те ЧАССРта электростанцисем пур хуласен условийěнче çеç вырăнлă. 1927 çулхи пуш уйăхěн 1-мěшě тěлне Шупашкарта пуçласа проводсем тăрăх кăларăмсене трансляциленě, хальхи вăхăт тěлне 140 абонентăн станцисем пур. Тěп станцие йěркелеме Чăвашсоюзран каялла таврăса памалла мар 500 тенкě илнě, «Канаш хаçат редакцийě вăхăтлăха 500 тенкě уйăрса панă». (Радио тусěсен обществин Чăваш канашěн 1926-1927 çулсенчи тата 1927-1928 çулсенчи юпа-нарăс уйăхěсенчи отчетěнчен).
1927 çулхи çу уйăхěн 20-мěшěнче РТОн республикăри пěрремěш сăездне пухнă. Унăн президиумěн тата канашěн председательне А. Золотова суйланă. Вăл 1929 çулхи çурла уйăхěн 5-мěшěнче панă информацирен çакă паллă: «РТОн Шупашкарти трансляции узелěн çумěнче станцисене зарядка тумалли юсав мастерскойě йěркеленě. Унăн тěллевě – хуласемпе ялсене радиохатěрсемпе, оборудованипе тивěçтересси, аппаратура юсасси, ытти ěçсене пурнăçласси». Тепěр çулхи çěртме уйăхěн 1-мěшě тěлне обществăн Чăваш организацийěнче 6344 член пулнă, детекторлă 305, лампăллă 217 радиоприемник, 14 трансляци узелě. Кадрсене те хатěрленě.
Радиокомитет председателěн çумěн Красильниковăн отчетěнчен: «1932 çулхи пуш уйăхěнчен тытăнса радио талăкра вăтамран 2 сехет те 30 минут калаçнă. 1933 çулхи авăн уйăхěнчен – 5 сехет. Вăхăтăн 48 проценчě – литературăпа художество, 52 проценчě – политика, массăллă пропаганда, ача-пăча вещанийě. Вещанин 90 проценчě – чăвашла. Йывăрлăхсен шутне художество кăларăмěсен специалисчěсем тата Чaваш репертуарě çителěксěррине кěртемелле… 1932 çулхи кăрлачăн 1-мěшě тěлне Чăваш Ен радиохуçалăхě 12 радиоузелтан тăнă. Отчет тапхăрěнче вěсен шутне 16-та çитернě. Халě пěтěмпе 5100 радиоточка, 800 эфир радиоприемникě юлнă. 1 киловатлă радиостанции хăвачě çителěксěр, çавна май республикăри уйрăм районсем яланах радио итлеймеççě. Çавăнпа та правительство кăçал 5 киловатлă радиостанции тума йышăннă, çапла вара Чăваш Республикин тулашěнче пурăнакан чăвашсем те пире итлеме пултарěç. Паянхи кун тěлне хулапа ял хушшинче радиофикаци енěпе уйрăмлăх пысăк. Хулари пин çын пуçне 60 точка тивет, ялсенчи пин çын пуçне – икě точка. Ку хуласенче электроэнерги пурине кура унта хăватлă трансляции узелěсемпе усă курнипе сăлтавланă. Ялсем вара эфир урлă радио итлеççě, ку чăрмавсемпе çыхăннă. 1933 çултанпа эфир радиоточкисене пăхса тăрас енěпе тăруках улшăну пулнă. Вырма тапхăрěнче уйсенче куçса çурекен 216 радиоустановка пулнă, çавăн пекех МТСсен мěн пур политпайне радиофикациленě».
Радио тусěсен обществин членěсем çине тăнипе хуласемпе ялсен лапамěсенче, вулав çурчěсенче тата уйрăм çуртсенче громкоговорительсем лартнă. 1940 çул тěлне республикăри мěн пур района, ял канашне, колхоза радиопа тивěçтернě.
Источник: "Хыпар". - 2006. - 16 сентября.