25 декабря 2024 года

Новости

23.11.2006

Кěнеке пурăнма тата ěçлеме вěрентнě

 Чăваш Республикин хальхи историйěн патшалăх архивěнче халăх ăс-хакăлне аталантарма пысăк тупе хывнă обществăлла пěрлешусен докуменчěсем упранаççě. Вěсенчен пěри пěтěм Раççейри кěнеке юратакансен ирěкл обществин Чăваш Республикинчи уйрăмěн правленийě пулнă.
Правление кěнеке юратакансен республикăри уйрăмěн учредительнăй конференцийěнче 1874 çулхи июлěн 10-мěшěнче йěркеленě. 1980 çулхи январьтен ăна Пěтěм Раççейри кěнеке юратакансен ирěклě обществин Чăваш Республикинчи организацийěн правленийě теме пуçланă. Организацин тěллевě кěнекесемпе ытти пичет произведенийěсене пропагандăлама, вěсемпе ěç çыннисене воспитании панă чухне активлăрах усă курма пулăшасси, литературăна сарма общественноçа явăçтарасси, кěнеке юратакансен клубěсене пěрлештерсе тăрасси тата вěсен ěçне координацилесси пулнă. Вăл çавăн пекех патшалăх, профсоюзсен, обществăлла библиотекăсен фончěсемпе, уйрăм кěнеке юратакансен пуххисемпе эффективлă усă курма, кěнекесен пурнăçне тăсма, музейсемпе кěнеке çурчěсем йěркелеме пулăшнă.
Пěтěм Раççейри кěнеке юратакансен Чăваш Республикинчи ирěклě организацийěн правленийěн йюшне Шупашкар хулинчи, республикăри районсемпе хуласенчи кěнеке юратакансен организацийěсем те кěнě, вăл шутра Çěмěрле хулинчи организаци те.
Кěнеке юратакансен ирěклě обществин Çěмěрле хулинчи организацийěн 1986 çулхи отчетěнчен: «Çěмěрлери кěнеке юратакансен ирěклě организацийě 8 пин ытла çынна пěрлештерсе тăрать. Çěмěрлери организации смотр-конкурссене, «Чи лайăх кěнеке магазинě» ят илессишěн ирттернě конкурса, шкулсенчи «Пурăн, кěнеке!» конкурса активлă хутшăннă. Пур шкулсенче те вěренекенсем ěлкěрсе Пынине тата кěнекесен тăрăмне кăтартакан экрансем пур. Вěренекенсемпе кěнекесем çын пурнăçěнче мěнле вырăн йышăнни, вěсене мěнле туни, упрамалли, типтерлě усă курмалли çинчен калаçусем ирттереççě.
Пěтěм Раççейри вулакансен «Çěнтеру çулě» конференцийě вěçленчě. Вăл вěрену çулě тăршшěпех пычě. Пěтěм Раççейри конференции вăхăтěнче библиотекăсем хăйсен ěçне палăрмаллах вăйлатрěç.
Саланчăкри библиотекăнах илет. Унта темиçě çул хушши ěнтě кěнеке вулама юратакансен «Паттăрлăх» клубě ěçлет.
Хулари пионерсен керменě çумěнчи С.Я. Маршак ячěпе хисепленекен библиотекăра йěркеленě «Уçă» клуб интереслě ěç туса ирттерет.
Хěрлě Октябрьти вăтам шкулти пуçламăш организации ялти Культура çуртěнче «Мире юратакан общественность сасси» сăмахла каламалли журнал хатěрлесе ирттереççě. Кěнеке тусěсем атеизмла пропаганда çинчен те манса каймаççě. 1985-1986 çулсем астрономири пысăк пулăмсемпе палăрчěç. Тупере Галлей комети курăнать. Ку вăл таврăнакан кометăсенчен чи паллăраххи. Автофургонсен комбинатěнчи пуçламăш организацире комсомол комитечěпе тата «Восход» клубри библиотекăпа пěрле схемăсемпе, плакатсемпе, фильмоскопа усă курса «Тупери тěлěнмелле пулăмсем» атеизм каçě ирттернě.
1987 çулта пирěн хула хăйěн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак дата тěлне кěнеке юратакансем уйрăмах тěплěн хатěрленеççě. Çěмěрлери организацире обществăлла майпа 12 киоск, кěнеке саракан 12 çын ěçлет. Литературăна пропагандăлассине витěмлěрех тăвас тесе наукăпа методика канашěсем йěркеленě. Малтанах заказсем йышăнас енěпе пысăк ěç туса ирттереççě».

Источник: "Малалла" (Шумерлинский р-н). - 2006. - 11 ноября.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений