25 декабря 2024 года

Новости

18.10.2007

Тайма пуç ырришěн, юратушăн


Ача çулталăкěнче Тăван çěршывăн Аслă вăрçин çулěсенче çуралса çитěннě ачасем пирки аса илни те вырăнлă. Вăрçă нумай ачана фронтра çапăçакан ашшě-амăшěнчен уйăрнă. Эвакуациленě, çавăн пекех хăйсен ашшě-амăшне çухатнă нумай ачан ача çурчěсемпе ясли-сенче пурăнма тивнě. Чăваш Республикин хальхи историн патшалăх архивěнче çав вахăта аса илтерекен документсем пайтах. Вулакана паллаштарма шут тытнă документсен çак пуххи шăпах ачасен учрежденийěсен çав вăхăтри ěçне кăтартать.

     1942 çулхи кăрлачăн 1-мěшě тěлне пирěн республикăра эвакуаципе килнě 3-17 çулсенчи 17085 ача шутланнă. Ача çурчěпе куçса килнисем – 92 çын, ача сачěсемпе – 613, ашшě-амăшěпе пěрле – 16380 ача. 7600-шěн шкулта вěренмелле пулнă: 1-мěш класра – 1101, 2-мěшěнче – 1122, 3-мěшěнче – 1100, 4-мěшěнче – 1055, 5-мěшěнче – 1013, 6-мěшěнче – 855, 7-мěшěнче – 773, 8-мěшěнче – 332, 9-мěшěнче – 246, 10-мěшěнче – 198 ача. Йышра 6614 вырăс, 614 еврей, 183 украин, 175 эстонец, 102 латышпа литовец, 49 белорус, 58 ытти на-ци ачи пулнă. 
     Шупашкар районěнчи «Трактор» колхоз ěçченěсем 1942 çулхи пуш уйăхěн 7- мěшěнче эвакуациленě ачасене шефа илме мěн пур колхоза чěнсе çырнă çыруран: «Вăрçă нумай ачана хăйсен çемийсенчен уйăрчě, вěсен ашшěсем Тăван çěршывăмăр чысěпе ирěклěхěшěн фронтра çапăçаççě. Пирěн сăваплă тивěç – çак ачасемшăн тăрăшасси… Пирěн çамрăк ăрăва сывă çитěнтерсе воспитани памалла. Ку пире ачасене вăрçăн йывăр сиенěнчен хутěлемелли условисем туса хума хистет.
     Эпир, Шупашкар районěнчи «Трактор» колхоз ěçченěсем, хамăр пата эвакуациленě ача садне шефа илетпěр. Ача сачě валли куллен 30 литр сěт, 60 штук çăмарта уйăрăпăр. Кашни хуçалăх пěрер чăх пама сăмах пачě. Унсăр пуçне пахча çимěçпе, çěр улмипе, çавăн пекех вутшанкăпа тивěçтерěпěр.
     Эпир Чăваш АССРěнчи мěн пур колхознике пирěнтен тěслěх илме чěнсе калатпăр. Кашни колхоз ача сачěсемпе эвакуациленě ачасене курăмлă пулăшу куме пултарать. Вěсене тумтирпе, атăпушмакпа, апат çимěçпе тивěçтересси, пурăнмалли йěркеллě условисем тăвасси – çакăн вали вăй çитерěпěр». 
      ВКП(б) Чăваш обкомěн секретарěн Чăваш АССРне эвакуациленě ачасен учрежденийěсемпе ачасен лару-тăрăвě çинчен хатěрленě информацийěнчен (1942 ç., юпа уйăхě) : «Ачасен эвакуациленě учрежденийěсем – пěчěк ачасен пěр çурчě, ачасен виçě çурчě, виçě интернат тата çичě ача сачě. Мěн пур учреждение педагогсемпе тата воспитательсемпе тивěçтернě, вěсенчен нумайăшě учрежденисемпе пěрле эвакуаципе килнě… Учрежденисенчен ытларахăшне йěркеллě пулěмсемпе тивěçтернě, пěр пайне шкул çурчěсене тата кану çурчěсене вырнаçтарнă. Вěсене тěпрен илсен хěле хатěрленě, пулěмсене юсанă, чуречесене кантăк лартнă, çапах паянхи кун тěлне вутшанкăпа тивěçтермен. Эвакуациленě учре-жденисем валли хутса ăшăтмалли тапхăра 4 пине яхăн кубла метр вутă кирлě, халě 500 кубла метр ытларах пур. Тумтир, атă-пушмак тěлěшпе йывăр, уйрăмах – Эстонирен, Латвирен, Карел-Финн Республикинчен эвакуациленě ачасен интернатěнче. Вěсене Шупашкар районěнчи Çěньялта вырнаçтарнă. Çак интернат ачисене фашистсен вутçулăмě айěнчен илсе тухнă. Ачасен ытти учрежденийěнче те лару-тăру çакнашкал. Тěслěхрен, 654-мěш завод çумěнчи 6-мěш ача сачěн ачисен пěр пайě пачах атă-пушмаксăр е çурăк-шăтăк атă-пушмакпа, тумтирпе çурет. РСФСР Совнаркомěн ача садěнчи 100 ача пуçне 50-шěн çеç хěллехи пальто, 30-шěн атă-пушмак пур. Шупашкарта, республикăри ытти хăш-пěр хулара шкул общественноçě тата активистсем кивě тумтирпе атă-пушмак пухаççě. Хăш-пěр колхоз çăм атăпа тивěçтерет. Мěн пур ача садěнче кивě атă-пушмакпа тумтире хăйсен вăйěпе, вырăнсенчи мастерскойсенче юсаççě. Эвакуациленě учрежденисем Чăваш АССР-ěнче пулнă вăхăтра çак инфекци чирěсене тупса палăртнă: грипп – 21, скарлатина – 22 тěслěх. Коклюшпа, малярипе чирленě сайра тěслěхсем пур. Медикаментсем питě кирлě: хинин, салол, стрептоцид, ут чирěсене сиплемелли маçсем, сульфидин тата ыттисем. Ачасен учрежденийěсене супăньпе тивěçтересси япăх…»
     Чăваш АССРěн çут ěç наркомěн Макаровăн 1942 çулхи отчетěнчен: «СССР Совнаркомěн 1942 çулхи кăрлачăн 23-мěшěнчи тата Чăваш АССРěн Совнаркомěн 1942 çулхи нарăсăн 23-мěшěнчи «Ашшě-амăшěсěр юлнă ачасене вырнаçтарасси çинчен», йышăнăвěсене пурнăçласа ытти организаципе пěрле ашшěамăшěсěр юлнă, вěсемпе çыхăну çухатнă, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнě 1844 ачана тупса палăртнă. Вěсенчен 826-шне патронат мелěпе вырнаçтарнă, 56 ачана усрава илнě, 509 ачана ача çуртне вырнаçтарнă, 204-шне опекăна панă. 14 çултан аслăрах 400 çынна промышленноçра тата ял хуçалăхěнче ěçе вырнаçтарнă. 1942 çулта Чăваш АССРěн Çут ěç министерствин 8 ача çуртěнчи 220 воспитаннике предприятисене ěçе вырнаçтарнă, 20 ачана усрава, 27-шне ашшě-амăшне панă. Ачасем килсěрçуртсăр çапкаланса çуресрен сыхланса ашшě-амăшěсěр юлнă ачасене вырнаçтарас енěпе ěçлекен комиссисем йěркеленě. Канаш хула комиссийě вěренекенсемпе вěрентекенсен вăйěпе концерт йěркелесе 8 пин тенкě ытла пухнă. Пěтěмпе хулара 15 пин тенкě пухнă. Çак укçапа тăлăх 252 ачана тата фронтовиксене пулăшма усă курнă. 96 пăт çěр улми пухнă. Çěр улмин пěр пайне Канашра уçнă ачасен столовăйне панă, тепěр пайне – нушаллă ачасене. Тăлăх ачасене тата çар çыннисен ачисене 15 мăшăр атă-пушмак, 26 ачана кěпе-йěм валли пусма, 12 тăлăха пионер лагерěсене каймалли тулевсěр путевка панă. НКВД енěпе ачасен 2 приемник-распределительне уçнă. Канашра – 30 вырăнлăх, Улатăрта – 20 вырăнлăх. Канашри приемник ачасемпе тулса ларнă.
     …Предприятисем, колхозсем, учрежденисем ача çурчěсене шефа илессине йěркеленě. Тěслěхрен, Пăрачкаври ача çуртне икě колхоз – «Передовик» тата «Новый путь» тата комсомол райкомě, çар комиссариачěн пуçлăхсен йышěн арăмěсен комитечě шефа илнě. Атăл леш енчи ача çуртне – НКВД ěçченěсен коллективě, Кувшинкăри ача çуртне – ДКА коллективě»
.
     ВКП(б) Чăваш обкомěн агитаци секторěн заведующийěн 1943 çулхи çěртме уйăхěн 11-мěшěнче çырнă справкинчен: «1943 çулхи çěртме уйăхěн 1-мěшě тěлне республикăра ачасен интернат йышши 12 учрежденийě ěçлет. Вěренекенсен контингенчě – 1267 çын. Шкул çулěнчи мěн пур ачана шкулта вěрентеççě. Мěн пур ача çуртěнче тата ятарлă шкулта кухньăра усă курмалли савăт-сапа çукпа пěрех. Тěслěхрен, хăлхасăр-чěлхесěр ачасен Чашламари шкулěнче 47 çын вали 6 кашăк кăна. 1942 çулхи 4-мěш кварталтан тытăнса ачасене апатлантарасси тăруках япăхланнă. Сěнтěрвăрринчипе Вутлантисěр пуçне мěн пур ача çуртěнче апат-çимěç ассортименчě пěр евěрлě, пахалăхěпе питě япăх. Тěслěхрен, Йěпресри ача çуртěнче кунне виçě хут çусăр яшка тата 400 грамм çăкăр параççě, çавна май хăш-пěр ача куршě ялсенче ыйткаласа çурет. Апатлану япăххи сутуилу организацийěсен нарячěсемпе туллин апат-çимěç паманнипе сăлтавланнă. Кашни ача çурчěпе ятарлă шкул çумěнчех хушма хуçалăх пур. 1942 çулта уйрăм ача çурчěсем – Упири, Покровскинчи, Сěнтěрвăрринчи, Шупашкар районěнчи – хăйсене хушма хуçалăхсенче çитěнтернě çěр улмипе тата пахча çимěçпе туллин тивěçтерěç.
Ишекри ача çуртěнче пурăннă Вера Фролова сăввинчен: «Спасибо вам за вашу доброту, за щедрость, за все хорошее, ведь мы у вас в долгу!»

Источник: Хыпар. - 2007. - 14 мая.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений