25 декабря 2024 года

Новости

12.11.2007

Чăваш Енěн академик-педагогě


«Педагогикăри тěрлě енлě ěç манăн пурнăçра 40 çула яхăн йышăнать. Çавăнпа педагогика манăн пурнăçри пěлтерěшлě ěç тесе палăртни устерсе калани мар».
Г.Н. Волков

     Елчěк районěнчи Аслă Елчěк ялěнче çуралса уснě педагогика наукисен докторě, профессор, СССР Писателěсен Союзěн членě, СССР педагогика наукин Академийěн академикě (халě Раççей вěренту академийě), Чăваш Республикинчи НАНИ академикě, Эрфрут (Германи) университечěн хисеплě докторě Геннадий Никандрович Волков çак уйăх вěçěнче 80 çул тултарать.
     1949 çулта Геннадий Никандрович Чăваш патшалăх педагогика институчěн математика уйрăмне пěтернě, 1952 çулта Хусанти патшалăх педагогика институчěн педагогика кафедри çумěнче аспирантурăран вěренсе тухнă. 1952 çултан ěçлеме тытăнать: Чăваш патшалăх педагогика институтěнче – аслă преподаватель, педагогика кафедрин доценчě, аслă наука сотрудникě: РСФСР Çут ěç министерствинче – наука тěпчев институчěн наци шкулěсен секторěн заведующийě; çемье тата воспитани патшалăх университетěнче – лаборатори заведующийě; Эрфрутри педагогика аслă шкулěн преподавателě.
     1958 çулта Г.Н. Волков доцентăн «Чувашская народная педагогика» кěнеки пичетленсе тухать. Специалистсем ырласа йышăннă кěнеке педагогика наукин çěнě отрасльне – этнопедагогикăна тěпчеме çул хывнă. 1967 çулта доктор диссертацине хутěлет, унăн тěп никěсě – «Этнопедагогика чувашского народа» кěнеке.
     Г.Н. Волкова Гердерăн ылтăн медальěпе, К.Д. Ушинский, Я.А. Коменский медалěсемпе наградăланă. Вăл – «Чăваш АССРěн тава тивěçлě учителě», Киргиз ССРěн çут ěç отличникě, Саха Республикинчи халăха вěрентес ěçěн тава тивěçлě ěçченě, Калмăк тата Тыва Республикисен тава тивěçлě наука деятелě, Раççей Федерацийěн тава тивěçлě наука деятелě, Чăваш Республикин хисеплě гражданинě.
     Чăваш ученăй-педагогěн, Геннадий Никандрович Волков профессорăн ятне, ěçěсене Чăваш Ен тулашěнче лайăх пěлеççě. Унăн наукăри ěçěсене ученăйсем, учительсем тахçанах пысăка хурса хакланă, вěсемпе хамăр çěршывра анчах мар, ют çěршывсенче те анлăн усă кураççě. Профессорăн пурě 500 наука ěçě, 27 монографи тата 24 кěнеке пичетленнě. Унăн шкул ěçěнче халaх педагогикин малта пыракан опытне усă курса хатěрленě ěçěсене пысăка хурса хакланă. Геннадий Волков критик К. Иванов, Яковлев, Çеçпěл, Хусанкай, Талвир, Уяр, Юхма, Терентьев, Емельянов çинчен çырнисем çеç мар, Ломоносов, Пушкин, Толстой, Чехов тата ыттисем çинчен çырнисем те паллă ěçсен хисепěнче. Мěн пирки çырсан та тăван Чăваш Ен çыннисем, унăн ученăйěсем, писателěсемпе поэчěсем, воинěсем, ěç çыннисем, наука деятелěсем, литература, искусство çыннисем, тăванла халăхсем çинчен çырнă вăл. Çынсен шăписенче «ырă тěшě» шыранă, ăна вăл малта пыракан йăлайěркере тупнă, вěсене Геннадий Волков «ылтăн сăпкапа», ачана тăванлăх, ырăлăх çулěпе çитěнтерекен сăпкапа танлаштарать. Туслăх, ěçченлěх, турě кăмăллăх çинчен, тěнчери халăхсен юмахěсене чăвашла куçарса пичетленě, ачасем валли хăйне евěрлě калавсен кěнекисене кăларнă, вěсенчен нумайăшě вěренту программинче тата шкул хрестоматийěсенче пур.

Источник: «Елчěк ен» (Яльчикская райгазета) – 2007. – 24 октября.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений