25 декабря 2024 года

Новости

23.11.2007

Музыка еткерěн управçи


С.М. Максимов композитор çуралнăранпа 115 çул /1892-1951/

     Октябрěн 30-мěшěнче паллă чăваш композиторě, чăваш музыка культурин тěпчевçи Степан МаксимовМаксимович Максимов çуралнăранпа 115 çул çитрě. С. Максимов республикăра чăваш музыкине йěркелекенěсенчен пěри пулнă. Унăн хăйне евěр расна пултарулăхě чăваш халăхěн музыка культуринче тивěçлě вырăн йышăнать.
     Степан Максимов 1892 çулхи октябрěн 30-мěшěнче /çěнě стиль/ Çěрпу уесěнчи Тăвай вулăсěнчи Енěш Нăрваш ялěнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти икě класлă училищěрен вěренсе тухнă хыççăн Чěмпěрте чăваш шкулěсем валли учительсем хатěрлекен шкулта пěлěве малалла тăсать. Ачан çут çанталăк панă пултарулăхне, музыкăри ăнкарăвне педагогсем асăрхамасăр тăма пултарайман. Пултаруллă çамрăка çак шкулах сěрме купăспа выляма тата юрлама вěрентекене илеççě. 1914 çулта С. Максимов экстерн йěркипе Вырăссен музыка обществин Хусанти уйрăмě çумěнчи регент класěсенче вěренет, юрă учителě пулса тăрать.
     Чěмпěрте ěçленě çулсенче Степан Маскимов чăваш фольклор произведенийěсене пухма, вěсене тěпчеме тытăнать. 1918 çулта вăл купăс çеммипе хорпа юрламалли халăх юррисен пěрремěш пуххине пичетлесе кăларать. 1919-1920 çулсенче вăл Вăта Тимерччен ялěнче /Чěмпěр уесě/ пуçламăш классене вěрентет, 1921-1924 çулсенче – чăваш халăхне çутта кăларассипе ěçлекен Чěмпěр шкулěн преподавателěнче. Çав вăхăтрах Чěмпěр кěпěрнинчи халăха вěрентес пай ěçне хастар хутшăнать.
       1925 çулта С. Максимов Шупашкара куçать, халăх çутěç комиссариатěнче ěçлеме пуçлать. Тепěр çулнех вăл Шупашкарти музыка шкулěн директорě пулать. 1929 çулта хулара музыкăпа театр техникумě уçăлсан, пěр вăхăтрах иккěшěн заведующийěнче ěçлет. Степан Максимович ертсе пынипе музыка шкулě хăй енěпе наци кадрěсем хатěрлекен центр пулса тăрать.
     1930-1935 çулсенче С. Максимов Мускаври патшалăх консерваторийěнче композиторсен уйрăмěнче вěренет. 1933 çулта Композиторсен союзне кěрет. Консерваторире вěреннě çулсенче чăваш юрă искусствин çěнě жанрěсемпе ěçлет, симфони оркестрě, камерăпа музыка инструменчěсен ансамблě вали увертюрăпа сюита, фортепьяно валли Сонатина, вěрсе каламалли инструментсен оркестрě валли марш çырать. Консерваторирен вěренсе тухнă тěле çырнă увертюрăна Чăваш автономине туса хунăранпа 15 çул тултарнине уявланă кунсенче пěрремěш хут пурнăçланă.
     Пурнăçра тěрлě енěпе вăй хунă вăл. Ěмěр тăршшěпех наукăпа тěпчев ěçне те туса пынă, вěренту ěçне те хăварман. Консерваторирен вěренсе тухсан, Шупашкара таврăнать, музыка техникумěн директорěнче, тата преподавателěнче ěçлет, чăваш шкулěсем валли юрă кěнекисем çырать. 1935 çулта Шупашкарта вăл хатěрленě музыкăна вěренмелли тата ачапăча юррисен учебникě пичетленсе тухать.
      Степан Максимович тăтăш экспедицисене тухса çуренě, чăваш халăхěн юрри-кěввине пухнă, вěсен уйрăмлăхěсене тěпчесе материалсен пуххи-сем кăларнă. 
      1924 çултах вăл хатěрленě «Чăваш юррисем» пухăн 1-мěш, 1926 çулта 2-мěш пайěсем кун çути курнă. Ку сборинке чăваш шкулěсенче вěрентме юрăхлă пулнăшăн ырласа йышăннă. 1927 çулта В. Воробьевпа тата Ф. Павловпа пěрле вăл «Çěнě юрăсем», 1931 çулта çав авторсемпех «Çěнě сăрнай» юрă пуххисем кăларать. 1932 çулта унăн «Тури чăвашсен юррисем», 1934 çулта «Чăваш халăхěн 146 юрри» кěнекисем кун çути кураççě. Пěтěмпе вара Степан Максимович 2 пине яхăн халăх юрри çырса илсе илемлетнě. Халăхра чи анлă сарăлнисенчен хорпа юрламалли «Алран кайми акисухине» палăртмалла. Халăхра «Кěреке юррине» те, «Ан авăн, шěшкěне» те, «Уй варринче», «Хура вăрман урлă», «Уя тухрăм, уй куртăм» тата ыттине те юратсах юрлаççě.
       Пурнăçě тикěс килмен Степан Максимовăн. Айăпсăр çěртен нуша курнă ытти нумай çын пекех, вăл Сталин репрессийěнчен хăтăлса юлайман. Ăна «националист» тесе айăплаççě те 10 çуллăха лагере чиксе хураççě. Çакă унăн сывлăхне вăйлă хавшатнă. Срокне татса таврăнсан, С. Максимов Чăваш патшалăх филармонийěн симфони оркестрěнче альтист пулнă. Вилнě хыççăн ăна 1955 çулта реабилитациленě, Чăваш АССР искусствисен тава тивěçлě ěçченě ята каялла тавăрса панă.
       Степан Максимов çěре кěнěренпе 50 çул ытла иртрě пулин те, унăн музыка искусствинчи еткерлěхě – ěмěрсене. Килес ăрусем те вăл пухса илемлетнě юрăсене юратсах юрласса шанас килет. 2002 çулта М. Кондратьев музыковед Шупашкарта «Степан Максимов. Вăхăт. Пултарулăх. Калăпăшлă çын» пысăк тěпчев ěçě пичетлесе кăларчě. Композиторăн тăван ялěнче Енěш Нăрвашра С. Максимов çуралса уснě çурт вырăнěнче Асăну чул-палăк вырнаçтарнă. Шупашкарти музыка лицейě ун ячěпе хисепленет. Шěкěр хуламăрта С. Максимов ячěллě урам та пур. Пуян чун-чěреллě, чăннипех пысăк пултарулăхлă çын пулнă сирěн ентеш. Унăн сăнарě яланах тăван халăхăмăр асěнче упранě.
 

Источник: "Ял ěçченě" (Янтиковская райгазета). - 2007. - 30 октября.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений