25 декабря 2024 года

Новости

13.12.2007

Районта çулсем хывнин историйĕ

       Çулсем – çак сăмах 2007 çулта уйрăмах актуаллă пулса тăчĕ. Ку енĕпе нумай ĕçленĕ, ĕçлеççĕ тата малалла ĕçлеç. Халь çулсем хывма пуçласанах чи малтан, уйрăмах 1930 çулсенче лару-тăру епле пулнине нимĕнле те манаймăн. Вăл çулсенче Чăваш Республикин правительстви малтан хывнă çулсене лайăхлатас, çулсен çĕнĕ сечĕсене тата промышленноçăн пысăк центрĕсем патне пымалли çулсене аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх хунă. «Чăваш Республики хальхи историйĕн патшалăх архивĕ» учрежденире ку тĕлĕшпе ĕçлени çинчен нумай материалсем упранса юлнă. Акă мĕн каласа параççĕ Çĕрпу районĕнче çул-йĕр хывни çинчен çак документсем.
      1918 çулччен республикăра лавпа çуремелли çулсем пурě 5 пулнă, вěсен пěтěмěшле тăршшě 480 километрпа танлашнă. Вěсем хушшинче Етěрне-Çěрпу тракт та пулнă. 1930 тата 1931 çулсенче çул-йěр тăвас, республика, район тата ял пěлтерěшлě çулсене тěпрен лайăхлатас тěлěшпе массăллă компанисем ирттернипе уйрăмах пысăк пěлтерěшлě центрсене республика центрěпе лайăх çулсем çыхăнтарнă, автомашинăсемпе çуреме пуçланă, вěсем хушшинче Çěрпу-Сěнтěрвăрри çул та пулнă.
       Чăваш АССР партии обкомě тата халăх комиссарěсен совечě 1931 çулта чěнсе каланинчен: "…Чăваш Еншěн çулсем япăх пулни пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать, çěршывра кунран пысăкрах чăрмав çук та пуль. Çул проблеми ěççыннисемшěн нумайăшěшěн ку таринччен хускатман тата маннă проблема пулса тăрать. Пирěн çулсем япăх пулни уйрăмах кěркунне палăрать, пур çěрте те пылчăк çăрăлнине пула çул çинче пач çуреме май килми пулса тăрать. Чăваш енре пурăнакан ěççыннисен пурин те çулйěр хуçалăхне лайăхлатассишěн кěрешěве çěкленмелле, çулсăрлăха штурмламалла…"
       1931 çулхи июлěн 15-мěшě тěлне Çěрпу районě çулсăрлăхпа кěрешмелли "уйăхлăха" хутшăнса 64487 тенкěлěх ěç пурнăçланă е 64,4 процентпа танлашнă.
       1933 çулхи ноябрěн 5-мěшěнче Чăваш АССР ЦИК Президиумě çакăн пек йышăннă: "Чăваш Республикинчи комсомол организацийěн малта пыракан ěçченěсене 24 çынна республикăри Хěрлě Кěнекене кěртес. Вěсен йышне Çěрпу районěнчи ВЛКСМ ячейкин секретарьне тата "Малалла" колхозăн пěрремěш бригадин бригадирне Крылова (Социализмла ăмăртăва лайăх йěркеленěшěн тата бригадăра ударлă ěçленěшěн, культура тěлěшпе тивěçтернěшěн тата хуçалăхра ирттерекен политика кампанийěсенче ударлă ěçленěшěн) тата çак колхозăн аслă конюхне Мартынова (лашасене пăхассине лайăх йěркеленěшěн тата лаша витинче санитари минимумне лайăх пурнăçланăшăн) кěртес…"
       Шупашкарти пионерсемпе çамрăк доброволецсем пуçарнипе Çěрпу, Шупашкар, Канаш районěсенчи çамрăк доброволецсен кружокěсене пулăшма поход йěркеленě. Çак похода хутшăннисем районсенче техникăлла кěрешусем ирттернě, çамрăк юнармеецсен çěнě 92 кружокне йěркеленě. Массăллă ăнлантару ěçě ирттернине пула Паваркасси ял совечě ěçе массăллă тухассине, чей ěçессине тата промышленноç таварěсемпе суту-илу тăвакан ларек йěркеленě. Кунта бригадăсен 10 стена хаçатне кăларнă, каннă вăхăтра вăйăсем ирттернě, хаçат вуланă, плана 142 процент таран пурнăçланă.
       1934 çулхи июнěн 4-мěшěнче Çěрпу районěнчи Чувашдортранс тунă отчетран: "Пурнăçланă объектсен титуллă список-ěпе Шупашкар-Канаш, Çěрпу-Траки, Çěрпу-Шу-Поси, Çěрпу-Сěнтěрвăрри, Çěрпу-Вăрмар трактсене йышăннă. Шупашкар-Канаш тата Çěрпу-Вăрмар трактсене тăвас ěçсене пурнăçлама Дортранс бюджетěнчен укçа уйăраççě, ытти трактсене район бюджечěн шучěпе тăваççě. Çěрпу-Траки тата Çěрпу-Шу-Поси трактсене халăх хутшăннипе 1934 çулта туса пěтерěç. Анчах та, енчен те çак трактсем çинче Çавал юханшыв урлă 50-60 метр тăршшě 2 кěпер хывмасан, халăх вăй-халне парса тунă 2 тракта та эксплуатацине параймěç. Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Çěрпу районěнче каçăсемсěр юханшывсем нумай: Мăн Çавал, Кěçěн Çавал, Ункă тата Шатьма. Çак юханшывсем урлă хывнă мěнпур кěперсене, Çěрпури бетон кěперсěр тата Çěрпу-Сěнтěрвăрри тракт çинче хывнă кěперсěр пуçне, ытти вăхăтлăх кěперсене пурне те çуркуннехи тапхăрта (апрель-май) салатса хураççě. Вěсем урлă тракторсене каçарма май килмен пирки машинăпа-трактор станцийěн пěтěм трактор паркě ахал тăрать. Колхозсене тракторсемле тивěçтерме çав тери йывăр. Кунта асăннă 2 тракт çинче чи малтан 2 кěпер хывма кирлине шута илсе, кěперсем патне строительство материалěсем турттарса килнě, кěперсем тума проектсем хатěрлеме панă…"
      Çěрпу районěнчи ВКП(б) комитечěн 1934 çулхи июнěн 29-мěшěнче иртнě ларăвěн йышăнăвěнчен: "…Шупашкар-Канаш трактсем çинче шертесенчен тата çатан авса карта тăвас тěлěшпе çине тăрса ěçлемелле; Çěрпу-Траки тата Çěрпу-Шу-Поси çулсене якатас, плана кěртнě кěперсене туса пěтерес, çул çинче километрсем хушшипе юпасем лартас тěлěшпе ěçлемелле, çак траксемпе вырма пуçланнă тěле çуреме пуçламалла тăвас…" 
     Чувашдортранс управленийěн начальникě В. Никитин тунă докладран: "1933 çулхи кěркунне Шупашкар-Канаш тракт хěррипе 766055 йывăç хунавě лартса хăварнă, вěсенчен 399831 экземплярě чěрěлнě е 53,2 пронцент. Çěрпу районне кěрекен çул хěррипе 23 километртан пуçла 57 километр таран пěтěмпе 413496 йывăç хунавě лартмалла. Хунавсен тěп пайне патшалăхăн тата вырăнти вăрмансенче хăй тěллěн усекен йывăçсенчен хатěрлемелле, 150-200 пин хунава кăна Леспромхозсен, Садвинтрестăн тата Çěрпури ěçлеттерсе юсанмалли колонин питомникěсенчен туянма палăртаççě, кунсăр пуçне питомниксенче тěпрен илсен улма-çырла йывăççисем туянççě…"
       1934 çулхи октябрěн 15-мěшě тěлне Шупашкар-Канаш тракта симěслетес тěлăшпе йывăçсем лартас ěçсем мěнле пыни çинчен сводкăран илнě: "… Çěрпу прорабстви – улмуççи-200, чие – 15800, хурлăхан – 3100, хăмла çырли – 23275, чăрăш – 34928, хурăн – 27800, вěрене – 50284, хурама – 27847, çăка – 19301, пилеш – 220, палан – 15909, акации – 262, бересклет – 8288, шăлан – 58700".
       1937 çулхи çул-йěр тунă çěрте çак çынсем стахановецла ěçленě: "Лукин Иван Лукич, 58 çулта - Çěрпу районěнчи Янсакасси ял советне кěрекен "КИМ" колхоз колхозникě, вăл хăй тěллěн 2300 погонлă метр карта юсанă, çавна май 30 погонлă метр вырăнне 58-70 погонлă метр чухлě ěç тунă, урăхла каласан нормăна 194-234 процент пурнăçланă.
      Александрова Александра, çак колхозăн колхозници, колхозпа çул-йěр бригадин членě, хунавсене кăпкалатас тата çумкурăкěсенчен тасатас тěлěшпе нормăпа 250 тăваткăл метр чухлě ěç пурнăçламалла пулсан, 350-375 тăваткăл метр чухлě пурнăçланă – 150 процент…" 
     Республикăра, районсенче тухакан хаçатсен общественноçа тата халăха çул-йěр тăвас ěçе явăçтарни çинчен ытларах çырмалла пулнă. Хаçатсем пурте малта пыракан районсенче ку енěпе ěçсем мěнле пынине тата вěсене епле йěркеленине анлăн çутатса тăнă, юлса пыракансен çитменлěхěсене пысăк объектсенче йěркеленě рабкорсен постчěсем урлă кăтартса панă. Район хаçачěсем хушшинче Çěрпури "Колхоз çулěпе" хаçат пěрремěш вырăн йышăннă, уйăхлăх пынă хушăра тухнă хаçатăн 18 номерěнче 16 статья, 4 йышăну, 6 сводка, 21 заметка, 4 сăвă пичетленě, 4 клише кăларнă тата ытти те. Пичет çул-йěр строительстви çине пысăк тимлěх хуни çулйěр ěçěсене йěркелес тата ирттерес ěçре паллă вырăн йышăннă.

Источник: "Цивильский вестник" (Цивильская райгазета). - 2007. - 11 декабря.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений