Новости
Летчик пулма ěмěтленнě – сцена ăсти пулса тăнă
ÇАПЛА: ача чухне Кивě Чукалта çуралнă Мефодий Денисов шăпах летчик пулма ěмěтленнě, анчах унăн шăпи урăхларах çаврăнса тухнă: вăл çěршывěпех паллă юрăç пулса тăнă.
1922 çулхи мартăн 13-мěшěнче çут тěнчене килнě ентешěмěр. Пуçласа «пысăк сцена» çине вăл шкулта вěренě чухнех тухнă: шкул ансамблěпе Чăваш АССРě 15 çул тултарнине халалланă олимпиадăна хутшăннă.
Вăтам шкул хыççăн, 1940 çулхи июньте, М. Денисов Балти флочěн матросě пулса тăнă, кунтах Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнине кěтсе илнě. 1941 çулхи октябрьте пулас юрăç Урицк хули çывăхěнче пěрремěш çапăçăва кěнě, аманнă хыççăн суранлă ытти салтаксемпе, матроссемпе пěрле блокадăри Ленинграда лекнě, сывалсан каллех строя тăнă.
Вăрçă хыççăн Мефодий Иванович районти милиции уйрăмěнче паспортист пулса ěçлеме тытăннă. Каярахпа, телее тенě пек, хаçатра Саратоври консерваторин чăвашсен опера студине çамрăксене вěренме чěннине асăрханă вăл. Нумай шухăшласа тăман йěкěт, документсем хатěрлеме пикеннě. Мěн тетěр: экзаменсене чиперех тытнă вăл, студент пулса тăнă. 1946 çулта пулнă çакă.
Нота грамотине пěлмен ял йěкěтне музыка тěлěшпе вěренме пěрре те çăмăл пулман. Çавах та пуçне усман, хăйěнчен мěн килнине йăлтах тума тăрăшнă. Кунтах студент хăйěн пулас мăшăрěпе паллашнă, 1950 çулта Мускаври Союзсен Çурчěн Колонăллă залěнче иртнě Чăваш АССР литературăпа искусство каçěсене хутшăнма тивěç пулнă.
М. Денисовăн оперăри пуçламăш ěçě – «Русалка» оперăри Ловчий партийě. Каярахпа вăл «Тихий Дон». «Молодая гвардия», «Евгений Онегин» оперăсене хутшăннă.
Консерватории хыççăн Мефодий Иванович Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблěнче ěçлеме тытăннă, концертсемпе çěршывăн тěрлě кěтесěсене çитсе курнă. 1959 çулта юрăç музыкăпа драма театрне куçнă, кунта пуçласа лартнă «Шывармань» оперăра тěп партие – Атнера – юрланă. Каярахпа вăл тата çирěм ытла опера спектаклěсенче хăйěн пултарулăхěпе савăнтарнă. Вěсенчи паллă рольсем: Онегин («Евгений Онегин»), Фигаро («Севильский цирюльник»), Алеко («Алеко»), Сильвио («Паяцы»), Султан («Запорожец за Дунаем») т. ыт. те. Чи курăмли – Мускаври Кремль сцени çине тухнă «Чапай» оперăри Чапай.
Ентешěмěрěн пултарулăхěпе ăсталăхне пысăка хурса хакланă, ăна РСФСР тава тивěçлě артисчěн ятне. К.В. Иванов ячěллě Чăваш патшалăх премине панă, унăн ятне ЧАССР Ěç Мухтавěпе паттăарлăхěн Хисеп Кěнекине кěртнě, ЧАССР Верховнăй Совечěн депутачě пулнă.
М.И. Денисов 1998 çулхи ноябрěн 1-мěшěнче Шупашкарта вилнě. Хăй текех пирěнпе çук пулин те, пур пěрех халăх асěнчен каймасть вăл: юрăç сасси халě те радиопа тăтăшах янăрать.
Источник: «Шăмăршă хыпарě» (Шемуршинский р-н) - 2007. - 14 марта.