16 октября 2019 года

Новости

27.02.2008

Хальхи архив историйě

Чăваш Республикин архив служби 85 çул тултарчě. Çавна май патшалăх архивěн историйěпе ěçě-хěлě çинчен каласа парас килет.

 

       Чăваш обкомěн РКП(б) бюровě «Парти тата революцилле юхăм историйěпе материалсем пухас енěпе ěçлекен комиссии тута хурасси çинчен» йышăну кăларнă хыççăн 1921 çулта Чăваш Енре политика историйěпе документсем пухма пуçланă. 1935 çулхи август уйăхěнче ВКП(б) Чăваш обкомě йышăннипе партин пěрлехи архивне туса хунă. Унăн пěрремěш ертуçи пулма Федор Семенович Яркова çирěплетнě. Вăл ертсе пыракан коллектив 3 çул хушшинче облаçри, уесри, вулăсри парти тата комсомол организацийěсен 25 пин ытла ěçсен докуменчěсемпе пурě 53 фонд комплектлама пултарнă. Вěсем хушшинче – 1905 çулхи революцие хутшăннă 32 çыннăн тата гражданла вăрçа хутшăннă 15 çыннăн асаилěвěсем. Документсен пěр пайне Чулхула тата тутар парти архивěсенчен илсе килнě. 
       Архив çулсерен çěнě документсемпе пуянланса пынă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă çулěсенче ку ěçе малалла тăснă. Парти тата комсомол организацийěсенчен 16 пин ытла ěç йышăннă. 
       1975 çулта архив ятарласа тунă 7 хутлă, архив упрамалли 6 пулěмлě (пěтěмěшле лаптăкě 1827 тăваткăл метр), температурăна пěр пек тытса пыма пулăшакан вентиляципе тата калорифер системипе тивěçтернě çурта куçнă. Кунта ěçлемелли 10 пулěм тата вуламалли хăтлă зал та пулнă. Техника блокěнче машина залне тата документсене вăхăтлăх упрамалли пулěме оборудованипе тивěçтернě. 
       Каярахри çулсенче Чăваш Республикин Архив фончě КПСС тата ВЛКСМ обкомěн, вулăс, хула, район комитечěсен парти тата комсомол укомěсен, хаçат-журнал редакцийěсен, пуçламăш парти организацийěсен докуменчěсемпе пуянланнă. Çакна каласа хăвармалла: документсенчен ытларахăшě «вăрттăн» грифпа килнě. Архив хупă учреждени шутланнă, унти документсем патне хăшпěр тěпчевçěсем кăна – КПСС, ВЛКСМ членěсем, сайра хутра Совет Союзěн партире тăман гражданěсем пуçламăш организацисен секретарěсем тата архив директорě ирěк панипе кěме пултарнă. Çапла вара, документсен ытларах пайěпе анлăн усă курма пултарайман. 
       1991 çулхи октябрěн 1-мěшěнче, Чăваш АССР Министрсен Совечěн йышăнăвěпе килěшуллěн, парти архивěн бази çинче Чăваш Республикин обществăлла пěрлешěвěсен Тěп патшалăх архивне туса хунă.
       Çак архива политика партийěсен, тěрлěрен юхăмсен, профсоюз, наципе культура, çутěç, наукăпа техника, творчество, оборонăпа спорт тата ытти обществăлла организацисен докуменчěсемпе комплектлама пуçланă, 1996 çулран пуçласа вара – уйрăм çынсен докуменчěсемпе.
       2004 çулхи октябрěн 15-мěшěнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечěн йышăнăвěпе Чăваш Республикин обществăлла пěрлешěвěсен Тěп патшалăх архивěн, Чăваш Республикин социаллă-право документацийěн Патшалăх архивěн бази çинче «Чăваш Республикин хальхи историйěн патшалăх архивě» Республикăри патшалăх учрежденийě туса хунă. 2004 çулхи декабрěн 25-мěшěнче «Чăваш Республикин хальхи историйěн патшалăх архивě» патшалăх учрежденийěн уставне çирěплетнě.
       «Чăваш Республикин хальхи историйěн патшалăх архивě» патшалăх учрежденийě хăйěн малтанхи архивěсен йали-йěркисене малалла тăсать. Архив ěçченěсем çине тăнипе республикăн обществăлла политика, социаллă-экономика тата культура пурнăçěн ыйтăвěсемпе нумай информациллě документсен пуян комплексě наука çаврăнăшне кěрет. Патшалăх архивě патшалăх учрежденийěсен, обществăлла организацисен, политика партийěсемпе, юхăмсен пěтернě тата хальхи докуменчěсемпе, граждансен харпăр хăй фончěсемпе комплектланать. Чăваш Республикин Архив фончěн докуменчěсем республика пуянлăхě тата пурлăхě пулса тăраççě. Вěсем паян тěпчевçěсемпе краеведсемшěн диссертацисем, дипломсемпе курсовăй ěçсем, статьясем тата документсен сборникěсем хатěрлес ěçре уйрăмах кирлě.
       Патшалăх архивěнче хăйсен профессине чунтан юратакан специалистсем ěçлеççě. Вěсем Чăваш Республикин Архив фондне документсемпе пуянлатас, вěсене упрас тата усă курас ěçе пысăк тупе хываççě.
       Патшалăх архивěнче учреждени совечě, çавăн пекех экспертпа методика, документсене вăрттăнлăхран кăларас, ěç стажне палăртас, таварсемпе тивěçтерме заказсем вырнаçтарас, патшалăх тата муниципалитет нушисем валли пулăшусем парас енěпе комиссисем ěçлеççě.
       Патшалăх архивěн сотрудникěсем тематика тата социаллă-право запросěсене вăхăтра пурнăçлас ěç çине пысăк тимлěх хураççě. Архив докуменчěсене массăллă информаци хатěрěсем урлă кăтартас тěлěшпе пысăк ěç пурнăçлаççě. Харпăр хăй архивěсене тытакансемпе, студентсемпе тата шкул ачисемпе тěлпулусем тата «Çавра сěтелсем» ирттересси йăлана кěнě. Архив докуменчěсен никěсě çинче историпе документальнăй выставкăсем йěркелеççě. Обществăлла политика деятелěсемпе, ěçпе вăрçă ветеранěсемпе, республикăра пурăнакансемпе çыхăну тытни историне пулас ăрусем валли упрама хăварма пулăшать.

Источник: "Çěрпу хыпарçи" (Цивильская райгазета). - 2008. - 12 февраля.

Поделиться в социальных сетях:
Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений