26 декабря 2024 года

Новости

27.02.2008

Паттăр салтак-çыравçă

П. Трофимов çуралнăранпа 100 çул тултарас умěн

     Унăн хушаматне асăнсанах куç умне сарлака хулçурăмлă çар çынни тухса тăрать. Тимлě те çивěч куçěсем хăйпе калаçакана витěр кураççě тейěн – шăтарасла пăхаççě. Хăйěн кашни сăмахне виçсе, васкамасăр пуплетчě Прохор Трофимович Трофимов, пирěн паллă ентешсенчен пěри. Отставкăри полковник. 
      Хăйěн кун-çулне Тăван çěр-шыва хутěлес, çамрăксене аслисен ырă тěслěхěпе пăхса устерес ěçе халалланă вăл. Ертуçě пулмах çуралнă Анаткас çынни. Çамрăк чухне Чăваш Сурăм вулăсěнчи хастарсенчен пěри шутланнă Прохор. Çавăнпах яш-кěрěм хушшинче ěçлекен пулнă, комсомолецсен Мăн Шетмěри ячейкине йěркеленě. Хастар каччăна вулăсри комсомол комитечех малалла вěренме сěннě, çул уçса панă.
       Вăтăр çул ытла çар службинче тăнă Прохор Трофимов. Финн кампанине хутшăннă, Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă. «Аслă Отечественнăй вăрçă пуçласан мěн вěçне çитичченех фронтра пултăм. 1941 çулта дивизии комиссарě пулса Крым патěнчи çапăçусене хутшăнтăм. 1942 çулта Сталинград патěнчи тытăçусенче стрелоксен полкěн комиссарě. Полк командирěн политика енěпе ěçлекен çумě пулса çапăçрăм. 1943 çулхи çулла Орел патěнчи хаяр çапăçусене, 1943 çулхи кěркунне тата 1944 çулхи хěлле Украинăна, çулла Белоруссие ирěке кăларас тěлěшпе йěркеленě операцисене, Вислăпа Одер патěнчи тытăçусене, Берлина илнě çěре хутшăнтăм»… - вулатпăр П. Трофимов аса илěвěсене. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна виçшер Хěрлě Ялав тата Хěрлě Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденěсемпе 2 хут та наградăланă. Çар службинче тата вăрçă тапхăрěнче сахал мар хура-шур курнă пирěн ентешěмěр. Хăй мěн туссе ирттернине вара хаçат-журналта пичетлесе кăларнă. Хайлавěсене икě чěлхепе те çырнă вăл. Унăн «Ухабистые дороги». «Атăл хěрринчен Берлина çити», «Сталинград çулăмě», «Салтак мухтавě», «Сталинградцы» калавěсемпе тěрленчěкěсенче, романповеçěнче паттăр салтак-офицерсем çинчен вуласа пěлме пулать. П. Трофимов хăйěн очеркěсенче хамăр ентешсен паттăрлăхне çутатса панă. Вěсен йышěнче Совет Союзěн Геройне Владимир Васильева халалланă тěрленчěк те пур.
       Республикăри ДОСААФ организацине ертсе пынă тапхăрта вăл яш-кěрěмěн Чăваш Енри çарпа ěç мухтавěн юхăмне йěркелесе пыраканěсенчен пěриччě. Каччăсене çара хатěрлес, вěсене ěçпе спортра пиçěхтерес тěлěшпе «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисене, тěрлě походсемпе акцисем ирттеретчěç. Сăмах май каласан, П. Трофимов республикăри шкула çитмен, унта паттăрлăх темипе калаçу ирттермен кěтес юлман та пулě. Калаçăвě те, çар çыннин, яланах витěмлě те конкретлă пулнă. Пухăннисене хамăр тăрăхри салтаксемпе офицерсен вăрçăри тата çарти паттăрлăхě çинчен ěненмелле каласа панă. Пичетри хайлавěсем те пирěн мухтавлă ентешěн пурнăçри тěслěхсем çинче никěсленнě. Çавăнпах унăн кěнекисене вулакансем халě те килěштереççě.
       Литературăри сумлă ěçшěн Сталинград паттăрне «РСФСР тата Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě» ятсене панă. Пирěн ентеш – республикăри журналистсен Çемен Элкер ячěллě преми лауреачě.
       Нарăс уйăхěн 15-мěшěнче Прохор Трофимов писатель-патриот çуралнăранпа 100 çул çитет. Ăна асăнса тăван Мăн Шетмě тăрăхěнче тата районта тěрлě мероприятисем йěркелеме палăртнă.

Источник: Ял пурнăçě (Красноармейская райгазета). - 2008. - 15 февраля.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений