25 декабря 2024 года

Новости

02.04.2008

Çамрăксен театрĕ – юбиляр

 Апрелĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ 65 çул тултарать.

     Çак кун 1933 çулта театр артисчěсем Ленинград драматургěн Л. Бочинăн пьеси тăрăх çырнă «Топай» спектакльне кăтартнă. Çапла вара çěнě театр çуралнă.
     Хăй йěркеленнěренпе театр ансат спектакльсенчен пуçласа сцена культурин про-фессилле çитěнěвěсем патне çитиччен творчествăлла пысăк сукмакпа утса тухнă. 
     Шупашкарти музыкăпа театр техникумěн педагогěсем Маргарита Николаевна Фигнерпа Эдвин Давыдович Фейертаг (каярахпа çамрăксен театрěн пěрремěш художество ертуçи пулса тăнă) ача-пăча театрě йěркелес ěçре пуçаруçăсем пулса тăнă. Техникумра те-атр валли пулас актерсем хатěрлекен ятарлă курс уçнă. Чăваш АССР тава тивěçлě артис-чěсем Е. Никитин, А. Маштанова, А. Долгова тата ыттисем пěрремěш студентсем пулнă. Театр труппинче 19 çын шутланнă. Акă мěн çырнă «Канаш» хаçат 1933 çулхи апрель уйă-хěнче пěремěш спектакль çинчен: «…Çамрăксен театрне республикăри çутěç наркомачě йěркеленě. Хăйěн пěрремěш çěнтеруллě утăмěсене вăл апрелěн 3-мěшěнче ěненмелле кăтартса пачě. Шупашкарти рабочисен клубěн сцени çинче артистсем Ленинградри çамрăксен театрěн драматургěн Бочинăн пьеси тăрăх çырнă «Топай» пьесăна выляса пачěç. Çак спектакле курма хулари пионерсемпе шкул ачисем, медрабфак тата педрабфак сту-денчěсем пухăнчěç. Кунсăр пуçне, залра музыка деятелěсем, писательсем, вěренту тата ача-пăча учрежденийěсен ěçченěсем пулчěç. Спектакль пуçланас умěн художество ертуçи Фейертаг театр умěнчи плансем çинчен каласа пачě. Унтан Фигнер спектакль сюже-чěсемпе паллаштарчě. Çакна палăртмалла: актерсем сцена çине пуçласа тухнине пăхмасăр, вěсене куракансем ырласа йышăнчěç…»
      Малтанах çамрăксен театрě наци театрě пуласси пирки ěмěтленнě. Э. Фейертаг тата М. Фигнер чăвашсен çамрăк писателесене ěçе явăçтарнă. Ачасен театрě валли В. Алагер, Л. Пушкай, М. Юрьев, Л. Агаков, А. Картай çырма пуçланă.
        1933 çулхи çулла каникул вăхăтěнче театр коллективě республика тăрăх ялти ача-сене тивěçтерме тухса кайнă. Нумай ялсенче вăл çитěннисемпе ачасем валли чи малтан театр искусствине уçса панă, ялти пултарулăх коллективěсем йěркелеме пулăшнă. Спек-такльсем ăнăçлă иртнě.
      1934-1941 çулсенче театра А.В. Луначарский ячěллě ГИТИСăн режиссерсем ха-тěрлекен факультетран вěренсе тухнă В. Петров ертсе пынă. Тěрлěрен çулсенче кунтата-лантлă ăстасем М. Кокки, Б. Праудин, В. Романов, А. Харабуга, Г. Морев, З. Ярдыкова ěçленě.
         Театр пěр вăхăтрах чăвашла тата вырăсла çырнă спектакльсем кăтартнă. Куракан-сем А. Чеховăн «Хамелеон», А. Островскийěн «Свои люди – сочтемся», Ж. Мольерăн «Плутни Скапена», К. Гольдонин «Слуга двух господ» пьесăсене, Ершовăн «Конек-горбунок», Е. Шварцăн «Снежная королева» пьеса-юмахěсене хапăлласа йышăннă.
       Театр репертуарěнче чăваш авторěсен Е. Никитинăн «Кукша Иванě», А. Кăлканăн «Алим» тата совет ача-пăча драматургийěн произведенийěсем (А. Кронăн «Винтовка 492116» тата «Наше оружие», М. Светловăн «Сказка», А. Бруштейнăн «Продолжене сле-дует» тата «Голубое и розовое») пěрин хыççăн тепри курăнма пуçлаççě.
      Аслă Отечěственнăй вăрçă пуçланнăранпа театр ěçлеме пăрахнă. Унăн 16 ěçченě хăйсен художество ертуçипе В. Петровпа пěрле фронта тухса кайнă.
       1946 çулхи июнěн 1-мěшěнче театр çěнěрен ěçлеме пуçласан унăн репертуарěнче С. Михалковăн «Я хочу домой», Б. Горбатовăн «Юность отцов», В. Любимован «Снежок», В. Каверинăн «Два капитана» спектаклěсем курăнма пуçланă. Вěсем çамрăк ăрăва патрио-тизм туйăмěпе тата ăс-хакăл пахалăхěсемпе воспитани панă. Çăк тапхăрта театр штатěнче 24 актер шутланнă.
     Вăрçă хыççăнхи тапхăрта совет халăхě нимěç захватчикěсемпе паттăрла çапăçни çинчен спектакльсем, чăваш халăхěн пурнăçě çинчен, сăмахран, П. Осиповăн «Айтар» тата «Скрипка», И. Максимов-Кошкинскийăн «Çěрěн çамрăк хуçисем», Л. Агаковăн «Ылтăн вăчăра», мария Ухсайăн «Андрейка» спектаклěсем пысăк вырăн йышăннă.
     1959 çул вěçěнче Чăваш музыкăпа драма театрне уçнă май театрăн вырăс труппине пăрахăçланă. Çамрăксен театрě республикăри ытти пултарулăх коллективěсене аталанма тата йěркеленме пулăшнă. Унăн бази çинче пуканесен театрне туса хунă.
     СССР Верховнăй Совет Президиумěн 1984 çулхи апрелěн 26-мěшěнчи Указěпе со-вет театр искусствине аталантарас ěçри паллă ěçсемшěн çамрăксен театрне халăхсен Туслăх орденěпе наградăланă.

На снимках:
слева - Маргарита Николаевна Фигнер;
справа - Эдвин Давыдович Фейертаг
 

Источник: "Цивильский вестник". - 2008. - 25 марта.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений