Новости

02.04.2008

Чемпионсен шкулě

«Çамрăксем – пирěн пуласлăх» – политиксемпе ахаль çынсенчен кун пек кала-нине темиçе хутчен те илтме пулать. Анчах та пирěн пуласлăх тěреклě те сывă пуласси çыннăн пурнăçěнче спорт мěнле вырăн йышăннинчен те нумай килет.

    Паян массăллă информаци хатěрěсем пурте тенě пекех сывă пурнăç йěркине активлă пропагандăлаççě, ачасен тата çамрăксен спортне пулăшмалли программăна пурнăçлаççě, вěсенче вара студентсен спортне аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Халăхăн шăпах çак категорине – студентсене – спорта явăçтарассине 50 çул каяллах малашлăхлă çул-йěр вырăнне хунă. Ун чухне çěршывěпех студентсен ирěклě спорт обществисене тата вěсен вырăнти органи-цийěсене йěркеленě. Паян Шупашкарта студентсен ирěклě «Буревестник» спорт обществин Чăваш Енри облаç советне туса хунăранпа шăпах 50 çул çитрě.
     «Буревестник» обществăна 1958 çулхи мартăн 10-мěшěнче обществăлла майпа йěркеленě. Малтанах çак общество 2 аслă шкулăн-педагогика тата ял ху-çалăх институчěсен спорт клубěсене пěрлештерсе тăнă. 1962 çулхи сентябрěн 1-мěшěнче Шупашкарта Мускаври энергетика институчěн филиалě уçăлнă, çак кунран пуçласа вара «Буревестник» общество 3 спорт клубне пěрлештерсе тăнă.
      «Буревестник» общество студентсене физкультурăпа спорт занятийěсене явăçтарас тěлěшпе ěçленě, физкультурăпа сывлăха çирěплетмелли мероприяти-сем йěпкелес, спартакиадăсем ирттерес енěпе тимленě, студентсен канăвне йěркеленě, спортсмен-разрядниксем хатěрленě.
      Чăваш Енри «Буревестник» спорт пěрлешěвěн оргбюро председателě В.Ф. Филиппов тунă докладран: «Чăваш Енре «Буревестник» обществăн сту-дентсен спорт обществине йěркелени Шупашкар хулинчи аслă шкулсенче вěренекен çамрăксем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарас ěçри çěнě-тапхăр пулса тăрать. Пулас агрономсемпе учительсен, тěпрен илсен, ялта ěçлеме тивет. Унта вěсен çамрăксемпе ачасен канăвне йěркелеме пěлмелле пулать».
       Совета туса хунă кунран пуçласа массăллă физкультурăпа спорта аталан-тарас енěпе активлă ěçлеме пуçланă. 1958 çултах Чăваш патшалăх И.Я. Яковлев ячěллě педагогика институчě студентсен сывлăха çирěплетмелли спорт лагерьне йěркеленě, вăл пěрремěш 79 студента йышăннă.
       1964 çулта спортăн 11 тěсě енěпе (йěлтěр, çăмăл атлетика, баскетбол, во-лейбол, сěтелçи теннисě, йывăр атлетика, классикăлла кěрешу, коньки, шахмат, пăшалтан пересси, гимнастика, кросс) пěрремěш спартакиада ирттернě. Çак спартакиадăра педагогика институчěн студенчěсем çěнтернě. Спартакиада ир-ттерни студентсем хушшинче чи лайăх спортсменсене тупма тата пěрлештернě командăсем йěркелеме май панă. «Буревестник» пěрлешуре пединститутри хěрарăмсен баскетбол команди çав тери вăйлă пулнă. Вăл Чăваш АССР чемпионě пулса тăнă, Мускаври энергетика институчěн Шупашкарти филиалěн арçынсен команди те баскетболла выляс енěпе Чăваш АССР чемпионěн ятне çěнсе илессишěн кěрешěве хутшăннă.
       Çамрăксене спорт юхăмне ытларах явăçтарас тěллевпе институтсен спорт клубěсем çулсерен спорт каçěсем ирттернě, унта гимнастсем, акробатсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă, спорт темисемпе киножурналсем кăтартнă, спорт масте-рěсем тупăшнă. Педагогика институчěн студенчěсем 1965 çулхи ноябрь уйă-хěнче те çăмăл атлетсен çакăн пек каçне ирттернě. Кунта викторина, массăллă ăмăртусем йěркеленě.
       «Буревестник» спорт обществи нумай талантлă спортсменсем хатěрленě. Унăн членěсем тата спорта юратакансем 1969 çулта, пирěн ентеш Валерий Со-колов Мехикăра ирттернě Олимп вăййисенчен Чăваш Ен историйěнче пěрремěш ылтăн медаль илсе килсен çав тери мăнаçланнă. Çав çулхинех «Буревестник» спорт обществин ачасемпе çамрăксен спорт шкулне (коньки тата çăмăл атлетика спорчěсен уйрăмěсемпе) уçасси çинчен ыйту лартнă. Шкул Шупашкарти пěтěмěшле пěлу паракан шкулсемпе тачă çыхăну тытса ěçленě. Малашлăхлă спортсменсене тупса палăртас тата суйласа илес ěçе сарма ачасемпе çамрăксен спорт шкулě пěтěмěшле пěлу паракан шкулсен бази çинче ушкăнсем уçнă. Çак шкулсенче спорт ăмăртăвěсене кăтартассине йěркеленě, вěсем хыççăн спорт за-нятийěсем валли малашлăхлă спортсменсем суйласа илнě.
     1971 çулта Пěтěм Союзри ирěклě спорт обществин профсоюзěсен йышăнăвěпе педагогика институчěн бази çинче çăмăл атлетика енěпе Олимп ха-тěрлевěн центрне туса хунă. Çак центр ялсенчи шкулсенче вěренекен ачасем хушшинче пултаруллă спортсменсем суйласа илсе хатěрлес енěпе ěçлеме пуç-ланă. Анкетăсем çыртарса, районта тата республикăра ăмăртусем ирттерсе «Çамрăк талантсем» шырассине йěркеленě. 1971 çулта çěршывăн пěрлештернě командине Н. Пуклаков, М. Алексеев (çăмăл атлетика), С. Тереева (йěлтěр) спортсменсем кěнě. Çак тěслěх «Буревестник» спорт обществи хăй ěçлеме пуç-ланăранпа самай пысăк результатсем тунине кăтартса панă.
     1985 çулта аслă шкулсенче дзюдо (Чăваш патшалăх педагогика инсти-тучěн хěрарăмěсем, Чăваш патшалăх университечěн арçынěсем) секцийěсем йěркеленě, университетра пăшалтан пемелли секци çěнěрен ěçлеме пуçланă. Кунсăр пуçне университетра альпинизм секцине йěркеленě, пединститутра кире пуканě йăтас енěпе аталаннă вăйлă спортсменсем тупăннă. 1985 çул облаç со-вечěн спортсменěсем халăхсем хушшинчи ăмăртусенче, СССР тата РСФСР Центральнăй тата Раççейри «Буревестник» ирěклě спорт обществин чемпиона-чěсемпе клубěсенче ăнăçлă ăмăртнипе палăрса юлнă. Александра Григорьева – Деверинская хăвăрт утас енěпе Японире ирттернě Пěтěм тěнчери Универсиадăн чемпионěн ятне çěнсе илнě. Çавăн пекех Вениамин Николаев та çак Универси-адăна хутшăннă. Спортсменсем иккěшě те пěтě тěнче класлă спорт мастерěн нормативне пурнăçланă. Вěсем тата ыттисем нумайăшě СССР пěрлештернě ко-мандисен йышěнче кандидатсем пулса тăнă.
     ВЦСПС президиумěн 1987 çулхи февралěн 20-мěшěнче кăларнă «Физ-культура юхăмне ертсе пырас ěçе аталантармалли мерăсем çинчен» 216 № Йышăнăвěпе килěшуллěн Чăваш АССРěнчи профсоюзсен ирěклě физкультурăпа спорт обществин Чăваш Енри облаç совечěн президиумěн йышăнăвěпе «Буреве-стник» спорт обществин, «Труд», «Спартак», «Урожай» ирěклě спорт общест-висен облаç совечěсене пăрахăçланă, вěсен бази çинче профсоюзсен ирěклě физ-культурăпа спорт обществин Чăваш Республикинчи облаç советне туса хунă. Кěске хушăра пулин те студентсен «Буревестник» ирěклě спорт обществи Чăваш Енре физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас тата халăх хушшинче са-рас ěçе пысăк тупе хывнă.

Источник: "Цивильский вестник" (райгазета). - 2008. - 25 марта.

Поделиться в социальных сетях:
Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений