24 декабря 2024 года

Новости

25.03.2009

Çерем уçма, тыр-пул пухма...

           55 çул каялла, 1954 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче, КПСС Тĕп Комитечĕн черетлĕ пленумĕ ял хуçалăх аталанăвĕн çул-йĕрне тишкерсе тыр-пул туса илессине хăвăртрах ÿстерес тĕллевпе укçа-тенкĕн пысăкрах пайне Çĕпĕрти, Казахстанри, Уралти, Атăл тăрăхĕнчи тата Çурçĕр Кавказри парлак çĕрсене уçмашкăн яма, пархартарлă çак ĕçе комсомола явăçтарма йышăннă.

Ку кампани пирки хаçатсем çырсах тăнă. Республика пичетĕнчен тата архив докуменчĕсенчен илнĕ тĕслĕхсем çакна туллин палăртаççĕ.

«Кунран-кун Чăваш Республикинчи комсомолăн хула тата район комитечĕсене пирĕн хастарсем хăйсене Çĕпĕрпе Казахстана, Уралпа Алтая çерем çĕрсене уçма ямашкăн ыйтса çырнисем пырса тăраççĕ, – хыпарлаççĕ Чăваш Енри республика хаçачĕсем – «Коммунизм ялавĕпе» «Советская Чувашия» – çав тапхăрта. – ВЛКСМ Шупашкар хула комитетне çеç 150 ытла заявлени çитнĕ... Вăрнарти МТС дирекцийĕпе партбюроран çамрăк трактористсем, механиксемпе комбайнерсем хăйсем Казахстана, Çĕпĕрти е Атăл тăрăхĕнчи парлак çĕрсене кайма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Чи малтан Мускаври Сталин ячĕллĕ автозаводри комсомолецсен патриот пуçарăвне трактор бригадин бригадирĕ В. Макаров комсомолец ырланă. «Мускавсен паха пуçарăвĕпе хавхаланса хама Казахстана  е Çĕпĕре яма ыйтатăп», – тенĕ вăл. МТСри чи лайăх юсавçă Сидоров юлташ вара Алтай крайне кайма кăмăл тăвать...»

КПСС Шупашкар хула комитечĕн V пленумĕн протоколĕнчен: «Парти чĕннине çĕршыври комсомолецсемпе çамрăксем патриот юхăмĕпе кĕтсе илчĕç. Мускавпа Мускав облаçĕнчи комсомолецсен пуçарăвне ырласа хамăр республикăри çамрăк патриотсем çĕршывăн Хĕвел тухăç, Кăнтăр-хĕвел тухăç районĕсемпе ытти хутлăха кайма ирĕк ыйтаççĕ. Темиçе кунра ВЛКСМ хула тата район комитечĕсене 872 заявлени килнĕ. Вĕсенчен 20-шĕ – трактор бригадисен бригадирĕсенчен, 189-шĕ – трактористсенчен. Комсомолăн Шупашкар хула комитетне çеç 400 заявлени çитнĕ...»

Республика хаçачĕсем акă 1954 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Ял хуçалăх министерствин Çĕмĕрлери йывăç тирпейлекен заводĕнче партипе правительство парлак çĕрсене уçма чĕнсе каланине ырласа йышăнни тата ырă пуçару туни çинчен хыпарлаççĕ. «Ку ыйтупа цехсенче пухусем иртрĕç. 4-мĕш цехри чи хастар ĕçченсенчен пĕри В. Татур тимĕрçĕ çапла каларĕ: «Эпир, тимĕрçĕсем, Алтай крайĕнче, Казахстанра, Атăл тăрăхĕнче ĕçлекен трактор бригадисене пулăшма планран ирттерсе 24 юсав мастерскойĕ вали хушма детальсем хатĕрлеме сăмах паратпăр. Вĕсене эпир перекетленĕ материалтан ăсталăпăр...» Механика цехĕн паха пуçарăвне ыттисем те – столярсем, монтажниксем, малярсем – пĕр кăмăллăн ырларĕç. Çапла вара завод коллективĕ çур аки тĕлне планран ирттерсе куçса çÿрекен 25 юсав мастерскойĕ туса хатĕрлеме, вĕсенче хутса ăшăтмалли хатĕрсем вырнаçтарма сăмах пачĕ...»

1954 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче республика хаçачĕсем çапла пĕлтернĕ: «Асăннă заводра туса кăларнă мастерскойсен пĕрремĕш эшелонĕ Çĕмĕрле станцийĕнчен çула тухрĕ... Кам тата ăçта ăсталанине палăртнă юсав мастерскойĕсене Казах ССРĕнчи Родниковăри, «Авангард», Булакри, Павлодарти МТСсемпе ыттисене ăсатаççĕ. Çав тăрăхсенче çерем çĕрсем – талккишпех...»

1955 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿри профтехшкулта вĕрĕнекенсем республикăри комсомолецсемпе çамрăксене çапла чĕнсе каланă: «Çĕршыври яш-кĕрĕм Мускавсен ырă пуçарăвĕпе хавхаланса уçман çеремлĕ çĕрсене кайма ăнтăлать. Эпир те чунпа – парлак çĕрсенче. Анчах вĕренÿ вĕçлениччен ыттисемпе пĕрле çула тухма пултараймастпăр. Çавăнпа та эпир çĕнĕ çĕрте йĕркеленнĕ пĕр совхоз валли библиотека пухрăмăр. Унта – 270 ытла кĕнеке. Ан тив, пирĕн пĕчĕк парне те çерем çĕр уçакан паттăрсене тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантартăр...»

ВЛКСМ Чăваш обкомĕн секретарĕ А. Иванов 1955 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитетне çапла пĕлтернĕ: «...Республикăри комсомол организацийĕсене çамрăксенчен 6320 зявлени килнĕ: пурте хăйсене çĕн çĕре яма ыйтнă. Вĕсене район-хула тата республика комиссийĕсем пăхса тухнă. ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн йышăнăвĕпе пирĕн Алтай крайне трактор бригадисен бригадирĕсемпе вĕсене пулăшаканĕсене – 210 çын, трактористсене – 300, комбайнерсене – 200, учетчик-заправщиксене – 35, шоферсене – 40, инженерсемпе техник-механиксене – 10 çын, Казахстанри Акмолинск облаçне тĕрлĕ специальноçлă строительсене 210 çын, шоферсене – 70, тĕрлĕ ĕç тăвакансене – 150, гаражсемпе мастерскойсен заведующийĕсене, автомеханиксене – 10, инженерсемпе техник-строительсене 20 çын ямаллаччĕ. Çак задание ВЛКСМ Чăваш организацийĕ чыслăн пурнăçларĕ. Каякансене районсемпе хуласенче тата Канашри пухăну пунктĕнче инçе çула савăнăçлă лару-тăрура ăсатрĕç... Çерем çĕрсене уçма каякансене ăшă тумпирпе, атăпа тата çăм атăпа, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ...»

Çĕнĕ хуçалăхсенчи тырпулăн малтанхи тухăçĕ пурне те тĕлĕнтернĕ. Çавна май 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ çĕршыври мĕн пур çамрăка парлак çĕрсенчи ăнса пулнă тырра пухса кĕртес ĕçе хутшăнма чĕнсе каланă. Кайма кăмăл тунисенчен ятарлă отрядсемпе бригадăсем йĕркеленĕ. Вĕсене ВЛКСМ район тата хула комитечĕсен секретарĕсем ертсе пынă.

«...Чăваш Енри комсомолăн 2000 элчи 1954-1955 çулсенче çерем çĕре уçма тухса кайре, хăйĕн хастарлăхĕпе палăрчĕ... Икĕ çул ĕнтĕ пирĕн республикăри çамрăк ĕçченсем Алтайра, Казахстанпа Омск тăрăхĕнче тухăçлă тыр-пула пухса кĕртме пулăшаççĕ. Чăваш Ен çамрăкĕсен пĕрлештернĕ отрячĕ пĕлтĕрех хастар ĕçпе ырă ята тивĕçрĕ. Алтай крайĕнчи совхозсенче ĕçленĕ 1400 çынлă пĕрлештернĕ отряд акă Мускавран, Краснодар крайĕпе ытти облаçран килнĕ çамрăксемпе ăмăртса ВЛКСМ Алтай крайкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илчĕ. Кăçал та уçнă çеремлĕ çĕрсене халăх нумай кайрĕ. Ял хуçалăх институчĕпе педагогика институчĕн студенчĕсенчен тăракан пĕрлештернĕ отряд Алтай тăрăхĕнче каллех ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, КПСС крайкомĕпе крайĕçтăвкомĕн Хĕрлĕ ялавне тивĕçсе ăна хăйĕн аллинче хăварчĕ. Çурçĕр Казахстан облаçĕнче тăрăшнă отряд та хастарлăхпа палăрчĕ. Çерем çĕрсенчи тыр-пула пухнă çĕрте икĕ çулта 5500 яшпа хĕр вăй хунă. Çакăншăн вĕсенчен 1040-ĕшне «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе, 1754-шне ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн» паллипе наградăланă...» – çапла каланă Чăваш комсомолĕн 1957 çулхи раштавăн 27-28-мĕшĕсенче ĕçленĕ XXIII конференцийĕн стенограмминче.

«1960 çулхи ĕç çире Казахстан тăрăхĕнче Чăваш çĕршывĕнчен кайнă 5300 çамрăк тăрăшнă, вăл шутра – 112 тракторист, 518 комбайнер, 4670 жатка машинисчĕпе тĕрлĕ ĕç тăвакан. Çав çулах Павлодар облаçĕнчи маттурсем «Комсомолец Чувашии» ятпа çĕнĕ совхоз йĕркелес тесе пуçару тунă. Ăна КПСС Чăваш обкомĕпе Павлодар облаçĕнчи партипе комсомол органĕсем ырласа йышăннă...» Ку йĕркесене ВЛКСМ обкомĕн секретарĕ В. Якимов 1960 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хатĕрленĕ справкăран илнĕ.

Чăваш комсомолĕн 1962 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче тунă пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1956-61 çулсенче Омск облаçĕпе Алтай крайĕнче тата Казахстанра тыр-пул пухнă çĕре 12300 яшпа хĕр, Павлодар облаçĕнче «Берлик» - «Туслăх» совхоза йĕркелеме тĕрлĕ специальноçлă 350 çын хутшăннă. Вĕри чунчĕреллĕ ĕç паттăрĕсене сума суса пуç таяр – вĕсем историе кĕрсе юлнă...

Источник: «Хыпар». – 2009. – 11 марта.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений