Новости
«Унăн кашни ролĕ – кашнин асĕнче»
Республикăмăр театр искусствинче Чăваш халăх артистки, «Хисеп Пали» орденлĕ вырăс драма театрĕн артистки Анна Яковлевна Григорова (Руссова) тарăн йĕр хăварнă.
Анна Яковлевна Тула облаçĕнче 95 çул каялла çуралнă. Шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи пĕр завод çумĕнчи фабрика-завод училищинче (ФЗУ) вĕреннĕ. 1937-1939 çулсенче театр коллективĕ-сен ертÿçисен Мускав облаçĕн-чи шкулĕнче пĕлÿ илет. Çакăн хыççăн ăна, çамрăкскере тата актриса ĕçне тин кÿлĕннĕскере, çĕр-шыври нумай театра ĕçлеме чĕннĕ. Шупашкарти вырăс драма театрĕн тĕп режиссерĕ Евгений Такмаков çамрăка ĕçре асăрханă хыççăн Чăваш Ене чĕнет.
Профессиллĕ сцена çинче унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ – Чăваш АССР халăх артистки Мария Матвеевна Тихонова-Стасенко. Анна Яковлевна Григорова (Руссова) кашни сăнара чĕре витĕр кăларма тăрăшнă. И. Пустовойтов, А. Дуняк, А. Дворкина сцена ăстисемпе пĕрле ĕçленĕ май, ялан шыравра пулнă, вĕсенчен вĕренсе пынă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл Георгий Иванович Руссовпа пĕрлешет. Йывăр вăхăтсем. Апла пулин те пултаруллă артистка пуç усман. Госпитальсенче пулса аманнă салтаксене пултарулăхĕпе савăнтарнă, çар чаçĕсенчи боецсене тăшманпа çапăçма хавхалану парнеленĕ.
Вăл нихăçан та пĕр евĕрлĕ выляман, ĕçе ячĕшĕн туман. Кашни роль – çын шăпи-çке, унăн характерĕ. Куракана тем пек йывăр пулсан та, унăн чун-чĕрине, кăмăлне çăмăллăтмалла-çке. Е тата гастрольсене тухса кайнă чухне ачана килте пĕччен е кÿршĕ патне хăварма çăмăл-иха? Антрактра та, автобусра та эсĕ ун пирки çеç шухăшлатăн. Çав вăхăтрах сцена çинчен хăвпа выляканпа кулмалла, куракана савăнтармалла. Çапла вăл сцена ăстин кун-çулĕ, ĕçĕ.
Анна Яковлевна 300 роль ытла калăпланă. Аслисен чун-чĕрине çеç маар хускатма пултарнă вăл, унăн сăнарĕсемпе ача-пăча та савăннă, киленнĕ.
Хастарлăхне кура ăна тивĕçлипе хакланă: орден-медалĕ те, сумлă ят та пур.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та Анна Яковлевна тăван театртах тăрăшнă, çамрăксене вĕрентнĕ. Шел, вунă çул каялла пирĕн-тен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унăн ĕçĕпе çыхăннă материалсем халĕ патшалăх архивĕнче упранаççĕ. Ăрусем вĕсемпе паллашĕç.
Источник: Газета «Тантăш» от 1 июля 2010 г.